Паян куççуль кăларма юрамасть
• Çу уйăхӗн 26-мӗшӗ – Лукерья. Çак кун тӗлне вăрăмтунасем нумай-тăк, çулла çырла пухма ытларах карçинкка хатӗрле. Кăнтăрла шăрăх, каçпа сивӗ тăрсан – çанталăк типӗ тăрасса. Çак кун куççуль кăларма юрамасть.
• Çу уйăхӗн 27-мӗшӗ – Сидор. Сивӗ-тӗк – çулла та сивӗ пулать. Чӗкеçсем аялтан вӗçеççӗ – çумăра.
• Çу уйăхӗн 28-мӗшӗ – Пахом. Эрешмен карти нумай вӗçет-тӗк – çулла шăрăх пулать. Çак кун акнă-лартнă вăрлăх шăтмасть-мӗн.
• Çу уйăхӗн 29-мӗшӗ – Фёдор, Федосья. Пилеш кая юлса чечеке ларсан кӗркунне вăраха каять тата çумăрлă пулать. Кăкшăм курăкӗ чечеке ларнă-тăк, урăх тăм ӳкмест.
• Çу уйăхӗн 30-мӗшӗ – Евдокия. Ӳсекен уйăх чух çумăр çусан – çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак кун сивӗ пулсан çулла пăр çăвать. Аслати авăтни – пыл нумай пуласса. Ку кун вăрçăнма, тавлашма юрамасть – тухăçсăр юлма пултаран.
• Çу уйăхӗн 31-мӗшӗ – Федот. Енчен те куккук чарăнмасăр вăрахчен авăтать-тӗк – тăм ӳкесрен текех хăрамалла мар. Юман çинчен сăлтавсăр симӗс çулçăсем ӳкни – ырра мар.
• Çӗртме уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Çӗртме уйăхӗн малтанхи кунӗсем çумăрлă-тăк – çулла шăрăх та типӗ пулать. Енчен те çак кун сивӗ пулсан – тата 40 кун ăшă пулмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев