Паян куккук авăтнине илтсен çулла ăшă пулать
• Ака уйăхӗн 28-мӗшӗ – Андрей. Ăшă та хӗвеллӗ пулсан пӗрчӗллӗ культурăсем ăнса çитӗнеççӗ. Куккук авăтнине илтсен çулла ăшă пулать.
• Ака уйăхӗн 29-мӗшӗ – Арина. Сад пахчинчи йывăçсен вуллисене шуратмалла. Каçалапа пӗлӗтсем хӗрлӗн курăнаççӗ-тӗк – ыран çиллӗ пулать.
• Ака уйăхӗн 30-мӗшӗ – Зосима. Çак кун петрушкăпа кишӗр аксан пысăк тухăç илетӗн теççӗ. Пыл хурчӗсене сăнамалла: енчен те вӗсем пысăк çухатусăр йӗркеллех хӗл каçнă-тăк – кăçал хуратул ăнса пулать.
• Çу уйăхӗн 1-мӗшӗ – Кузьма. Куккук авăтма пуçлать. Кишӗрпе кăшман акма вăхăт çитнӗ. Çу уйăхӗн пуçламăшӗ ăшă пулсан вӗçӗ сивӗ пулать теççӗ. Çак уйăхра çăвакан çумăрсем усăллă – тухăç аван пулать.
• Çу уйăхӗн 2-мӗшӗ – Иван. Çак кун пӗлӗтлӗ, çумăрлă çанталăк пулсан июньте типӗ те хӗвеллӗ пулать. Мулкачсем шурă «кӗрӗкне» улăштарман-тăк, сивӗсем татах пуласса кӗтмелле.
• Çу уйăхӗн 3-мӗшӗ – Федор. Çак кун пулă тытни пысăк çылăх. Чăрăш çинче йӗкел нумай-тăк, тыр-пул ăнса пулать.
• Çу уйăхӗн 4-мӗшӗ – Прокл. Çак кун тӗлне çӗмӗрт чечеке ларсан çулла шăрăх та типӗ пулать. Малтанхи аслати хыттăн кӗрлесе авăтрӗ-тӗк – тырпул ăнса çитӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев