Паян Сывлăш десант çарӗсен кунне паллă тăватпăр
Паян çӗршывăмăрта Сывлăш десант çарӗсен кунне паллă тăватпăр.
Ытти çултисенчи пекех, хальхинче те ир-ирех сывлăш десант çарӗнче хӗсметре тăнисем пӗрле пуçтарăнса уяв митингне васканине курма пулчӗ. Хусанта кăвак беретлă десантниксем Çӗнтерӳ паркне пухăнаççӗ.
Районсенче те çак куна анлăн паллă тăваççӗ. Çӗпрел районӗнче, тӗслӗхрен, паян икӗ ялта – Хулаçырминче тата Çӗнӗ Йӗлмелӗнче – десантниксене халалласа монументсем уçаççӗ. Çак ятпа, паллах, митингсем иртеççӗ. Хулаçырминчи мероприяти 10.00 сехетре пуçланнă, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче вара 13.00 сехетре пуçланӗ, тесе пӗлтерет Çӗпрел районӗн «Тăван ен» хаçачӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев