Паянхи куна çӗршыв Президенчӗ валли 1 миллион та 300 пин ытла ыйту килнӗ
«Итоги года с Владимиром Путиным» программăна 1,3 миллион ытла ыйту килнӗ, тесе пӗлтереççӗ массăлла хыпар хатӗрӗсем.
Декабрӗн 15-мӗшӗнче кăнтăрла тӗлне программăна хатӗрлекенсем 566 пин телефон шăнкăравӗ тата 221 пин СМС йышăннă. Çав шутра 300 пин çын хăйсен ыйтăвне МАХ мессенджер урлă панă. Ытти соцсетьсемпе ыйту пама 156 пин çын усă курнă.

Аса илтеретпӗр, Раççей Президенчӗпе пысăк пресс-конференци çитес эрнекун, декабрӗн 19-мӗшӗнче, пулать. Вăл 12.00 сехетре пуçланать. Ыйтусене moskva-putinu.ru сайтра е социаллă сетьсемпе мессенджерсем урлă программа вӗçленичченех йышăнаççӗ.
Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев