Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паллашӑр, ҫамрӑк ҫыравҫӑ

Пирӗн редакци хăни паян – Анастасия Владимирова çамрăк çыравçă. Вăл Чăваш Енри Етӗрне районӗнчи Пупăлькасси ялӗнче çуралнă. Тури Ачакри шкулта, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс тата чăваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ Шупашкарти 130-мӗш ача садӗнче ӗçлет

Унăн хайлавӗсем «Тантăш» хаçатра, «Тетте», «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче, Етӗрне районӗн «Ӗç ялавӗ» хаçатра пичетленнӗ. Тутарстанра тата Турцире иртнӗ​ тӗрӗк тӗнчин çамрăк çыравçисен форумӗсене хутшăннă. А.Владимировăн калавӗ​ Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника кӗнӗ.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература маншӑн – чи шанчӑклӑ тус, чун сиплевçи. Литература хавхалантарать, канаш парать, кашни ыйтăва хуравлаять. Чи кирли – вӑл сутмасть.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Чуна хускатнӑ хӗлӗхсем, пурнӑçри лару-тӑру: суя, çынсем хушшинчи танмарлӑх, икӗпитлӗх, çынсӑрлӑх, этемӗн тискерлӗхӗ.​ Пурнӑçӑн çак тӳнтер енӗсем канӑç памаççӗ. Хама кӗрешӳçӗ пек туятӑп. Хӗç-пӑшал вырӑнне вара – алӑри калем (ручка).
– Юратнă поэт, прозаик.
– Ачаранпах Сергей Есенин пултарулӑхне кӑмӑлланӑ. Сӑвӑ çырас туртӑм та çак поэт хайлавӗсен витӗмӗпе вӑйланса пынӑ. Юратнӑ прозаиксем – Юрий Скворцов, Александр Артемьев тата Англи çыравçи Джоан Роулинг.
– Юратнă кӗнеке.
– Пӗр-пӗр кӗнекене уйрӑммӑн палӑртас килмест. Кашнине тытса пӑхмассерен ман умра çыравçӑ тӗнчи анлӑ уçӑлать. Кашни авторӑн тӗнчи ыттисенчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑрать, мӗншӗн тесен çак тӗнчене çыравçӑ хӑй аллипе «ӑсталанӑ». Кашни кӗнеке – хӑйне майлӑ вӗрентекен.
– Май пулнă тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Студент вӑхӑтӗнче пире час-часах литература каçӗсене илсе çӳренӗ. Авторсене хам куçпа курни, вӗсен калаçӑвне «чӗррӗн» илтни маншӑн çав тери пӗлтерӗшлӗччӗ, пысӑк пулӑм пек йышӑнаттӑмччӗ çав самантсене. Паянхи кун та кирек мӗнле авторпа та хаваспах курса калаçма хатӗр.
– Пурнăç девизӗ.
– Шкул вӑхӑтӗнчи девиз паянхи кун та маншӑн тӗпре: «Ырӑ ӗçсем ту – тӗнче сана та çавнах парнелӗ».
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ​ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Малтанлӑха никама та. Кӑшт вӑхӑт иртсен хам вуласа тухатӑп та хайлавӑн малашнехи шӑпине татса паратӑп. Шкул вӑхӑтӗнче вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ – Валентина Валерьяновна Скворцова – эпӗ çырнӑ сочиненисене, сӑвӑсене хаклатчӗ, çырма хавхалантаратчӗ. Студент вӑхӑтӗнче Елена Петровна Чекушкина (Елен Нарпи) хаклӑ, пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем панӑ.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев