Пандемия юнашарах пулма пултарать
Чи пысӑк хӑрушлӑх шапашран тӑван килӗсене таврӑнакан ҫынсенче пулма пултарать
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑк хушшинче Тутарстанра Covid-19 коронавирус чирӗпе чирлекен ҫӗнӗ тӗслӗхсене регистрациленмен.
Раҫҫейре чир ертнисене 13 регионра тупса палӑртнӑ. Чирлисене пуринчен ытла Мускавра (697 тӗслӗх), Санкт-Петербургра (69) Тата Мускав облаҫӗнче (67) регистрациленӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ чире ертнисем ют ҫӗршывсенчен таврӑннисем тата вӗсемпе ҫыхӑнӑва кӗнӗ ҫынсем.
Ҫав вӑхӑтра Марий Эл сывлӑх сыхлав министерствин официаллӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, апрелӗн 7 - мӗшӗнче ирхине, кӳршӗ республикӑра коронавирус инфекцийӗ ҫирӗплетнӗ 13 тӗслӗх пулнӑ.
Йошкар-Ола пульницин инфекци уйрӑмӗн пациенчӗсен шучӗ те самаях пысӑкланнӑ.
Кунта хальхи вӑхӑтра 37 ҫын сипленет. Вӗсенчен 15-шне кислород пулӑшӑвӗ кирлӗ, пӗр пациенткӑна ӳпкен искусствӑлла вентиляцине тӑваҫҫӗ, вӑл йывӑр лару-тӑрура.
Унсӑр пуҫне, виҫӗ пациентра коронавирус инфекцийӗ пуррипе ҫуккине Ача-пӑча клиника больницинче тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ лайӑхах тесе хаклаҫҫӗ тухтӑрсем.
COVID-19 пулма пултаракан тепӗр пациент Звениговори район пульницинче выртать, тесе пӗлтерет "Марийская правда" хаҫат.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев