Пăскăнчăка тасатма 400 000 тенкӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Пăскăнчăка тасатма 400 000 тенкӗ

Анат Камăри 46-ри учительница пăскăнчăка тасатма тесе шулӗксене 400 пин тенке яхăн укçине куçарнă. Мессенджерсенчен пӗринче çакăн пек сӗнӳ килнӗ иккен ăна. Хăйпе чиркӳ сотрудникӗ калаçнине ӗненсе килӗшнӗ вăл.

Темиçе куна тăсăлнă процедура, çав вăхăтра хайхисем каланă шутсем çине 384 800 тенкӗ (пӗр пайне банкран кивçен илнӗ) куçарнă. Урăх укçа çук тесенех «чиркӳ çыннисем» çыхăнăва урăх тухман. Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă. Хӗрарăма шăнкăравланă номерсем Краснодар крайӗнче, Саратовпа Астрахань облаçӗсенче регистрациленнӗ иккен. Вӗсем 3 регионти 5 çынна улталаса çаратма та ӗлкӗрнӗ.

 


общество мошенники

Нет комментариев