Патăрьел район хаçачĕ 90 çул тултарчӗ
Шăпах 90 çул каялла, 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче, Патăрьел район хаçачĕ «Паянхи сас» ятпа вулакан патне саланнă. Самана ыйтнипе çуралнă вăл. Унтанпа Аслă Арапуçпа Ишлĕ чăвашĕсем Митта Ваçлейĕпе Якку Арслан хатĕрлесе пĕрремĕш редактор Федор Румянцев алă пуснă пичет кăларăмĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн халăхĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнӑ.
"Самана таппипе утнă май, патӑрьелсен хаҫачӗ хăйĕн ятне темиçе хутчен улăштарнă пулин те, район халăхĕ патне тĕрĕс информаци тата вăхăтра çитерессишĕн тăрăшас тĕллеве пĕрре те хавшатман. Район хаçачĕ тумхахлă та йывăр, кăткăс çула утса тухнă. Унăн кашни номерĕ çĕршыв, республика тата Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе тачă çыхăннă, журналистсем хăйсен тивĕçне чунтан пурнăçласа пыма тăрăшнă. Çĕршыв умне тухса тăнă кирек хăш вăхăтри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма халăха хавхалантарма пултарнинче унăн тÿпи калама çук пысăк. Ҫавна май хаклă ветерансем умĕнче пуçăмăра таятпăр. Паянхи коллектив та ырă йăла-йĕркене асра тытать.
Хаçата хатĕрленĕ чухне виçĕ журналистпа тĕп редакторсăр пуçне дизайнерсем, куçару редакторĕ, менеджерпа редактор-консультант, водительпе тирпейлÿçĕ, ҫурта ăшăтакан газ операторĕ - пурĕ 12 çын тăрăшать. Шупашкартан пичетленсе килекен хаçатăмăра вара районти почта çыхăнăвĕн 19 уйрăмĕнчи почтальонсем халăх патне çитерме пулăшаççĕ.
Хаçат вулакансемпе тачă çыхăну тытма тăрăшать, вĕсемшĕн шанчăклă тус-юлташ та, çывăх тăван та. Паян чăвашла тата тутарла тухакан «Авангард» хаçат 4573 экземплярпа саланать. Ку кăтарту республика шайĕнче те курăмлă. Çавăн пекех хаçатăн сайчĕсĕр пуçне Одноклассники, Контактра, Инстаграм социаллă сетьсенчи подписчиксен шучĕ 5000 яхăн. Эппин, эпир 10 пине çывхаратпăр. Ку, паллах, пысăк йыш. Малашне те пĕрлех пулар!", – тесе ҫырать хаҫатӑн Инстаграмри страницинче «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов.
Эпир те ӗҫтешсене" Авангардӑн" ҫавра ҫулӗпе саламлатпӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев