Паттăр ентешсен ячӗпе — футбол турнирӗ
Сывлăш-десант çарӗсен кунӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн стадионӗнче тӗрлӗ çапăçусенче салтак тивӗçне пурнăçланă чухне пуç хунă паттăр ентешсене халалланă йăлана кӗнӗ футбол турнирӗ иртрӗ.

Мероприяти ентеш-салтаксене халалласа лартнă палăк умӗнче митингран пуçланчӗ. Унта хисеп–лӗ хăнасем, çар ветеранӗсем, пуç хунă салтаксен тăванӗсем, ял-йыш, запасри салтаксем хутшăнчӗç, вӗсем палăк умне чӗрӗ чечексем хучӗç.

Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин гимнӗсем янранă хыççăн Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин сăмах илчӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков Сывлăш-десант çарӗсенче службăра тăнă запасри салтаксене саламларӗ, ӳсекен ăрăва патриотла воспитани парас ӗçе тӳпе хывнăшăн тав турӗ. Тутарстан Республикинчи «Щит Отечества» Çар ветеранӗсен регионти обществăлла организацийӗн председателӗ Дамир Биктимиров çар ветеранӗсемпе запасри салтаксене наградăсемпе чысларӗ.

Вара футбол турнирӗ пуçланчӗ. Унта 6 команда хутшăнчӗ: Ульяновск облаçӗнчи Сăр районӗн «Чеботаевка», Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Чăвашкасси ялӗн «Партизан», Çӗпрел районӗнчи Упи, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрел, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсен командисем. Мечӗке пуçласа тапаканӗ унччен Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн пӗрлехи командинче вылянă Николай Ларионов пулчӗ. Турнира курма халăх йышлăн пухăннăччӗ, вылякансене кăшкăрса, алă çупса хавхалантарчӗç.

Турнирта Чăваш Çӗпрел команди 1-мӗш, Çӗнӗ Йӗлмел – 2-мӗш, Кивӗ Çӗпрел 3-мӗш вырăн йышăнчӗç. Йӗркелӳ комитечӗ чи лайăх вылякансене те палăртрӗ: Денис Афиногентов (Çӗнӗ Йӗлмел) – чи лайăх вратарь, Никита Мадуров (Чăваш Çӗпрел) – чи лайăх хӳтӗлевçӗ, Борис Альмяшкин (Чăваш Çӗпрел) – чи лайăх вылякан», Ильназ Салахов (Кивӗ Çӗпрел) – «Чи лайăх тапăнакан».
Йӗркелӳçӗсем тата турнира хутшăнакансем спонсорсене пысăк тав сăмахӗ каларӗç, вӗсемсӗр ку пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртейместчӗ. Хӳтӗлевçӗ-ентешсене халалласа ирттернӗ турнир спорт вăййи кăна мар, вăл паттăр ентешсене асра тытма, вӗсемпе мăнаçланма, çамрăк ăрура патриотла туйăмсем çуратма хавхалантарать.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев