Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗн артисчӗсем ятарлă операци зонине яма посылкăсем пуçтарнă

Нумай пулмасть Пăвара ыркăмăллăх концерчӗ иртнӗ. Пуçтарнă укçана, ку вăл 50 пин тенкӗ ытла, ятарлă çар операцине хутшăнакан мобилизованнăйсем валли ăшă кофтăсем туянма ярӗç.

Çывăх вăхăтра посылкăсене комплектласа Раççей ирӗке кăларнă регионсене ăсатӗç.  
«Пăва районӗн делегацийӗ ятарлă çар операцийӗ иртнӗ çӗре районăн мобилизациленнӗ çыннисене адреслă пулăшу пама çула тухать. Кашнийӗн валли уйрăм посылкăсем пуçтарса ăсататпăр», – тесе пӗлтернӗ район пуçлăхӗ Ранис Камартдинов. 
Артистсем хăйсем те пуçтарнă пулăшăва, ытти çынсене те явăçтарнă. Тӗслӗхрен, фольклор ансамблӗ ăшă тумтир, çыхнă нускисем, мăя хупламаллисем илсе килнӗ. Сахăр завочӗ тушенкăсемпе консвервăсен партине йӗркеленӗ, фермер хуçалăхӗн пуçлăхӗ Ринат Гайнутдинов хутаççи-хутаççипе сахăр илсе килнӗ. Ырă ӗçе вырăнти усламçăсемпе депутатсем те кӗрӗшнӗ. Фролово ялӗнче ыркăмăллăх склачӗ йӗркелекенсем те хастар хутшăнаççӗ. Унта салтаксем валли икӗ генератор, пилӗк кăмака, 10 тактика нуçилкки, 200 окоп çурти хатӗрленӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев