Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнче ача-пăча санаторине юсама тытăннă

Районти Черки-Кильдурас ялӗнче ача-пăча санаторине ура çине тăратса çӗнӗ пурнăç парасшăн

Санатори çуртне хальхи стандартсемпе килӗшӳллӗн çӗнетме хатӗрленеççӗ. Кунта питӗ лайăх меслете ӗçе кӗртнӗ: ачасем талăкӗпех вӗренсе профилактика сиплевӗ илме пултараççӗ. Унсăр пуçне санаторире библиотека пур, мунча тата уçă сывлăшра вылямалли площадка. Хальхи вăхăтра çуртăн пӳлӗмӗсене, процедура помещенийӗсене çӗнетме палăртнă, вӗренӳ кабинечӗсене оборудованипе тивӗçтермелле тата вăйă площадкине юсамалла. Кунта çуртăн тăррине ӗнтӗ улăштарнă. Çавăн пекех чӳречесемпе алăксене те. Часах рабочисем фасада илемлетме тытăнӗç. 
Пăвари «Ялав» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев