Пăва районӗнче футболпа «Тăхăрьял кубокӗ» иртет
Майăн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Шемекре йăлана кӗнӗ футбол турнирӗ иртет. Таврари чăваш ялӗсен çамрăкӗсем хăйсен командисемпе «Тăхăрьял кубокне» хутшăнаççӗ.
Турнира йӗркелессине хăйсем çине ытларах шемексемпе пимӗрселсем илеççӗ. Унăн шайӗ çулран çул ӳссе пыни, паллах, уйрăм çынсен тивӗçӗ.
Кăçал «Тăхăрьял кубокне» Ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакансене халаллаççӗ. Шел пулин те çапăçу хирӗнче пуçӗсене хунă каччăсем те пур Тăхăрьялтан. Турнира уçнă чухне вӗсене асăнса футболистсем шăп тăрӗç.
Куракансем ытларах пухăнччăр тесе футбол площадки çумӗнче сцена тăваççӗ, ун çинчен матчсенчи тăхтавсем вăхăтӗнче пуçласа чăваш артисчӗсем юрлӗç. Ăмăртусем 9:30-та пуçланаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев