Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнчи Чăваш Саркамăш ялӗнче çӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уçăлчӗ

Çак куна Кивӗ Пăрăнтăкпа Чăваш Саркамăш ялӗсенче пурăнакансем тахçантанпа кӗтнӗ тесе калани ним çинчен те каламаннипе танах.

Çӗнӗ вырăна куçиччен медпункт 1907 çулта тунă çуртра вырнаçнă пулнă. Апла пулин те вырăнти медиксем хăйсен тивӗçӗсене тӗплӗн пурнăçласа пынă.

Чаплă лару-тăрура ФАП-а уçма Пăва муниципаллă район пуçлăхӗ Ранис Камартдинов, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Шакир Ягудин тата ытти пысăк хăнасем килсе çитнӗччӗ. Вӗсем ТР Президенчӗн программисене ырларӗç, вырăнти халăха фельдшерпа акушер пунктне медицина пулăшăвӗ илме мар, профилактика иртме кăна килме сунчӗç.

2012 çултанпа Тутарстанра 600 ытла ФАП тунă, 1500 ытла медпункта юсаса çӗнетнӗ, 100 яхăн врач амбулаторине, 18 участокри больницанăна. Кăçал кăна республикăра ан çакăн пек 52 фельдшерпа акушер пунктчӗ хута каймалла. Вӗсене пурне те Азнакай районӗнче туса кăлараççӗ.

Çак ФАП 226 çынна пăхса тăрӗ, çав шутра 34 ачанне.  Çӗнӗ оборудованиллӗ медицина учрежденийӗнче гриппа ковидран та прививка тума пултараççӗ.Унта аслă квалификаци категорийӗллӗ фельдшер Ирина Ярылкина тăрăшать. Вырăнти халăх ун ӗçӗпе кăмăллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев