Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнчи Кипеккассинче июнӗн 28-мӗшӗнче йăлари Учук уявӗ иртрӗ

Çак кун Пăва çумӗнче вырнаçнă чăваш ялне хăнасем – фольклор ушкăнӗсем – Теччӗрен, Елчӗкрен, Пăва районӗсенчи ялсенчен йышлăн килсе çитрӗç.

Шупашкартан эстрада артисчӗсем иклеççӗ тенӗ пӗлтерӳ те сцена патӗнче çынсене йышлă пуçтарнă, паллах. Кипексен Учукӗ илемлӗ иртет, ăна курса савăнни те мӗне тăрать. Паллах, йӗркелекенсем хатӗрленӗве пысăк тимлӗх уйăрни пӗрремӗш вырăнта тăрать. Рункă ял хутлăхӗн администрацийӗпе ял-йыш пӗрле тăрăшнине «5» паллă лартса хаклама пулать. Хăйсен тăван ялӗсемшӗн тăрăшакансем ытти тăрăхсенче те çук мар. Шемексем Çимӗкре пӗтӗм Тăхăрьяла концерта пухрӗç, кушкăсем пурте пӗрле чиркӳ çӗклеççӗ, пӳркелсем паян Хăят уявӗ ирттереççӗ. Кипеккассисем – Учук пăттине çимесен кăçал ăнăçу пулманнине шанаççӗ-ши – пурте тухаççӗ каçхи уява: ватти те, вӗтти те.   
Яланхи пекех ялти часавай патӗнче пуçтарăнса вăйă каланă хыççăн чăвашла тумланнă арçынсемпе хӗрарăмсен процессийӗ юрла-юрла Учук вырăнне анчӗ. Тӗп вырăна çитсен тӗрлӗ фольклор ушкăнӗсене хутшăнакансенчен тăракан вăйă карти нумай саслă пысăк хора çаврăнчӗ. Илӗртет чăваш юрри, таçта çити илтӗнет. Сцена çине тухма хатӗрленекен Алексей Шадриков та, Ульяна та, Кашкăр Юрикӗ те тӗлӗнсе кайса итлерӗç кипеккассисен юррисене.
Елчӗк районӗнчен килнӗ хăнасем лайăх вулавшăн тунсăхланă пулмалла, «Сувар» хаçата тыта-тыта сăн ӳкерӗнеççӗ.

Пуçлăхсем саламланă, Хисеп хучӗсем панă хыççăн пурне те çичӗ кӗрперен пӗçернӗ пăтăпа сăйларӗç. Кашни çул Учук хуранӗ валли така ӳстерсе паракан Петр Ермолаева Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин тата ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев тав сăмахӗсем каласа чăваш кӗпи тăхăнтартсан халăх çак пархатарлă çынна темӗнччен алă çупса саламларӗ.

Йăлтах йăла тăрăх, вырăнлă пулса пычӗ Кипеккассинче: концерт та, банкет та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев