Паян Пӗтӗмтӗнчери медицина сестрисен кунӗ
Медицина сестрин профессийӗ чи хисеплисен шутӗнче, анчах ӗç укçине вӗсене чи юлашкинчен ӳстереççӗ.
Майăн 12-мӗшӗнче чи кирлӗ професси представительницисем хăйсен уявне паллă тăваççӗ. Хӗрлӗ Хӗрес йышăнăвӗпе çак куна ахальтен суйласа илмен. Ку вăл Крым вăрçи вăхăтӗнче мислосерди сестрисен службине йӗркеленӗ акăлчан хӗрарăмӗн Флоренс Найтингейлăн çуралнă кунӗ. Фронта кайнă милосерди сестрисен хушшинче Мускаври Никольскки обителӗн вырăс манахинисем те пулнă. Чылай хӗрарăм госпитальсенче ӗçленӗ, çав шутра вырăс императорӗн Николайăн арăмӗ те.
1860 çулта Лондонра милосерди сестрисене хатӗрлекен пӗрремӗш шкул уçăлнă. Çак уява çӗр аллă ытла çул пулсан та, официаллă майпа ăна 1974 çултан кăна паллă тума тытăннă. Раççейре – 1993 çултанпа.
Медицина сестрин профессийӗ чи хисеплисен шутӗнче, анчах ӗç укçине вӗсене чи юлашкинчен ӳстереççӗ. Сестринское дело – медицинăн уйрăм разделӗю, хăй тӗллӗн наука, уйрăм професси. Медицина пӗлӗвӗллӗсемсӗр пуçне, çак профессире ӗçлекенсене чунлăх, ыркăмăллăх, хӗрхенӳллӗн уйăрса тăрать. Больницана лексен шăпах медицина сестри чирлекенсемшӗн чи шаннă çын пулса тăрать.
Медицина сестрисем – Раççей сывлăх сыхлав тытăмӗнчи медицина ӗçченӗсен чи йышлă категорийӗ. Врачсен шухăшӗпе, пациентсене пăхассинчи ӗçӗн 80 процентне медсестрасем тăваççӗ. Ку профессисӗр этемлӗх пурăнаймасть. Çавăнпа мӗн пур сыватмăшра паян вӗсем пирки чи ăшă сăмахсем калаççӗ, уяв ячӗпе саламлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев