Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗччен пурăнни çыншăн хăрушă. Мӗншӗн?

Ăсчахсем тӗпченӗ хыççăн пӗччен пурăнни сывлăхшăн хăрушă пулнине çирӗплетнӗ


Ăсчахсем тӗпченӗ хыççăн пӗччен пурăнни сывлăхшăн хăрушă пулнине çирӗплетнӗ. 

Пирус туртнипе, самăрăлнипе пӗр шая лартаççӗ пӗччен пурăннине Гарвард (АПШ) ăсчахӗсем. Çывăх çынсемпе хутшăнни этемӗн вăрăм ӗмӗрӗпе телейлӗ çулӗсен гарантийӗ пулса тăрать тесе çирӗплетеççӗ вӗсем. 

Тӗпчевсене 1938 çултах пуçланă, 85 çула тăсăлнă вӗсем. Чи малтанах 724 çын хутшăннă унта, тӗпчев вӗçленнӗ çӗре вӗсен шучӗ 1300 çитнӗ. Эксперимента хутшăннă çынсен сывлăхне икӗ çулта пӗрре тӗрӗсленӗ. Вӗсен ыйтусене те хуравлама тивнӗ, хуравне кура пурнăç пахалăхӗ çине мӗнле факторсем витӗм кӳнине палăртнă ăсахсем. 

Çынсен хутшăнăвӗсем ăшпиллӗ, ырă пулсан стресс шайӗ пӗчӗк, пунăçӗ телейлӗ пулать. Кун пек чух стресс этемӗн физиологине те сиенлеймест, шала кайнă чирсем те аптратаймаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье