Педагогсене, студентсене тата шкул ачисене акцие хутшӑнма чӗнеççӗ
Пӗтӗм Раççейри «Без срока давности. Кино о Победе» çутӗç акцине заявка йышăнас кампани майӑн 1-мӗшӗччен тăсăлать. Унта хутшăнас текенсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçине тата совет халӑхӗн геноцидне халалланӑ кӗске видеороликсем туса хатӗрлемелле.
Акцие хутшӑнакансене «Мосфильмăн» ылтӑн коллекцийӗнчи вӑрçӑ çинчен ӳкернӗ киносенчи паллă цитатăсемпе усӑ курма сӗнеççӗ. Çак картинӑсенчен илнӗ кадрсене, çавӑн пекех истори хроникине, тематикăллă юрăсене тата музыка произведенийӗсене видеороликсене кӗртмелле. Вăл виçӗ минутран ытла мар пулмалла. Заявкăна сайт урлă ямалла.
Çӗнтерӳçӗсене майӑн 15-мӗшӗ хыççӑн палăртаççӗ. Чи лайӑх ӗçсене те çак вăхăтра курма пулать. Вӗсене шкул ачисемпе студентсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ тата çутӗç проекчӗсене кӗртеççӗ. Çӗнтерӳçӗсем киноиндустрипе кинопедагогика профессионалӗсен ирттерекен тематика фестивалӗсемпе мастер-классене хутшăнма пултараççӗ.
Акцие Аслӑ Çӗнтерӗве çывхартнă салтаксен паттӑрлăхӗ çинчен аса илтерсе кинопа музыка произведенийӗсен пӗлтерӗшне палӑртма ирттереççӗ.
Мероприятие Раççей Çутӗç министерствипе Мускаври патшалăх педагогика университечӗ пулӑшнипе Кинопедагогсен «Образ» ассоциацийӗ, Педагогика вӗренӗвне аталантаракан ассоциаци, Кинопа медиапедагогсен ассоциацийӗ тата «Медиа просвещение» фонд йӗркелет.
Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев