Пирӗн агентствон телеграм-каналӗн вулаканӗсем 10 пин ҫынна ҫитнӗ
Эпир республикӑра чи оперативлисем пулма
Пирӗн «ТАТМЕДИА» телеграм-канал 10 пин ҫырӑнакан пухнӑ. Кунсерен унта республикӑра пурӑнакансене пырса тивекен 40 яхӑн хыпар пичетленет.
"Паллах, "Татар-информ" информаци агентствин тата "Татмедиа" АОн районсенчи редакцийӗсемсӗр ҫакна тума пулмастчӗ. Эпир республикӑра чи оперативлисем пулма тӑрӑшатпӑр, уйрӑмах халӑха коронавирус лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗлтернӗ чухне. Ҫакӑ ҫынсене интереслентерет, вӗсем канал вулаканӗсен ҫумне хушӑнаҫҫӗ", – тесе палӑртнӑ агентствори Хыпар хатӗрӗсен департаменчӗн ертӳҫи Арсений Соколов.
Иртнӗ 3 эрне хушшинче вӑл икӗ хутчен Тутарстанра чи пӑхакан телеграм-канал пулса тӑнӑ. Чи вуланакан хыпарсем 20 пин таран просмотр пухаҫҫӗ.
«Татмедиа» телеграм-канала 2019 ҫулта хута янӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев