Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирус туртакан мӑнтӑр арҫынсем теветкеллӗх ушкӑнӗнче

Ҫак чир Раҫҫее тапӑннӑранпа ӑна сиплемелли клиника рекомендацийӗсем ҫур ҫул хушшинче 9 хут ҫӗнелнӗ.

Социаллӑ ушкӑнсенче коронавирус инфекцине мӗнле сиплемелли ҫинчен ҫӗршер меслет ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене шута илмелле пулӗ, анчах та хамӑр тӗллӗн сипленни чире шаларах кӑна яма пултарать.
Ҫӑмӑл степеньлӗ Covid-19 ӳслӗксӗр иртме пултарать, анчах пуҫпа ҫан-ҫурӑм ыратаҫҫӗ. Пирус туртакан мӑнтӑр арҫынсем теветкеллӗх ушкӑнӗнче. Уйрӑмах диабетлисем.
Чир хӑйпе хӑй иртесси иккӗленӳллӗ, ӑна ҫийӗнчех сиплеме тытӑнмалла. Анчах та врачсӑр препаратсем йышӑнма юрамасть, уйрӑмах антибиотиксене.
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене
ТР Сывлăх сыхлав министерствин пӗрлехи врач практикипе штатара тăман тӗп специалисчӗ Люция Фейсханова, çак министерствонах медицина реабилитацийӗпе штатра тăман тӗп специалист Резеда Бодрова тата «Айболит» медицина центрӗн гематологӗ Светлана Сафиуллина каласа пачӗç.
Пневмонияпа чирлесе ирттернӗ ҫынсен реабилитацийӗпе Тутарстанра "Нихама" санаторий ӗҫлет. Вӑл Лайӑш районӗнчи Петровский поселокӗнче вырнаҫнӑ.
Covid-19-па чирлесе ирттернӗ ҫынсен нервисем пӑсӑлнине, астӑвӑмӗ начарланнине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем.
Реабилитаци шутне физиотерапи, массаж, ингаляцисӗр пуҫне озонотерапия, уҫӑ с
ывлӑш, пейзаж терапии кӗреҫҫӗ. Чирлесе ирттернӗ ҫынсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ.
Тутарстанра 52 сыватмӑшра 2 пин ытла пациент реабилитаци иртнӗ.
Коронавируса сипленӗ чухне препаратсенчен юн ҫӑралать, ҫакӑ ӳпкесен микротрамбозӗ патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫӑра юнпа йывӑрлӑхсем пур-тӑк (варикоз, тромбоз, йывӑр ҫын хӗрарӑм) ҫыннӑн тухтӑра ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле. Пневм
ония чухне юна шӗветни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Анчах аспиринпа мар, парацетамолпа. Ӑна та тухтӑр ҫырса парсан кӑна. Хамӑр тӗллӗн, кӳршӗсем е тӑвансем пулӑшнипе диагноз лартни – пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Коронавирусран сипленсе стационартан тухнӑ хыҫҫӑн та
тухтăрсем ҫырса панӑ препаратсене йышӑнмалла. Мӗншӗн тесен ҫан-ҫурӑмри юн кӗвелнин (свертываемость) системи медицина кӑтартӑвӗсемпе 40 кунран кӑна йӗркене кӗрет.

Симптомсем пур-и, ҫук-и, ҫынсем томографи тума васкаҫҫӗ. Ҫакӑ медицина центрӗсенче черетсем йӗркелет, ăна пулса КТ тухмалли ҫынсем тӗрӗслев иртеймеççӗ. Ӳпке сиенленнине юн ҫӑралӑхӗпе те, ытти анализсемпе те палӑртма пулать.
Чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн ҫыншӑн мӗнле хӑнӑхтарусем усӑллӑ пулнине район больницисен сайчӗсенче ҫырӗҫ.
Сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсем чирлерӗҫ-тӗк, диван ҫинче выртмалла мар. Хусканмалла, утмалла. Норма
кунне 10 пин утӑм. Шыв ӗҫес нормӑна та пӑхӑнмалла: 1 кг виҫе ҫине 30 миллиграм шыв ӗҫмелле. Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – ҫӑлӑнӑҫ ҫути пекех. D витамин кӑна ӗҫни ҫителӗксӗр.
Пневмонияпа чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн больницаран тухакансене пурне те килте мӗнле хӑнӑхтарусем тумалли ҫинчен асаилтерӳ хучӗ парӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев