Питрав – ывçăпа çырла çимелли кун
Чăваш халăхĕшĕн Питрав – чи сăваплă уявсенчен пӗри
Паян Питрав – Петӗрпе Павӑл ҫветтуйсен кунӗ
Ҫамрӑксем паян ҫурхи вӑййа ӑсатнӑ, Питрав хыççăн уявсем чарăннă, карталанса юрлама, ҫӗрӗпе вӑйӑ выляма тек тухман. Чӑваш хресченӗ Питравра мунча хутса кӗнӗ, тасалса тухнӑ, 7 тӗрлӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑннӑ.
Питрав кунне така пусса шӳрпе пӗҫернӗ. Е пулӑран тутлӑ апат хатĕрленӗ. Ҫветтуй Петӗр апостол хӑй те пулӑҫ пулнӑ, ҫавӑнпа та пулла ҫӳреме кӑмӑллакансене пулӑшать тенӗ. Ачисемпе мӑнукӗсем паянхи кун пурте тӑван яла, ашшӗ- амӑшӗн килне пухӑннӑ, Питрав уявланӑ.
Питрав – ывçăпа çырла çимелли кун.
Халăх сăнанинчен:
- Питравра ҫумӑр ҫусан ҫанталӑк ҫумӑра каять, утӑ уйрах ҫӗрсе каять тенӗ.
- Паянхи кун мӗнле - Ҫӗнӗ ҫул ҫапла.
- Паянхи кун шӑрӑх пулсан кӑрлач уйăхĕн пуҫламӑшӗнче шартлама сивӗсем пулӗҫ.
- Хура пӗлӗтсем ҫиле хирӗҫ шӑваҫҫӗ - ҫанталӑк ҫумӑра каять.
Павел, Петр, Григорий ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ. Питрава савӑк кӑмӑл-туйӑмпа кӗтсе илер! Кунӗ ырӑ та кӑмӑллӑ пултӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев