Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Питӗрте пурăнакан чăваш художникӗн куравӗ Самарта уçăлнă

Нумай пулмасть Самарти «Асамат кӗперӗ» курав центрӗнче Евгений Емельяновăн картинисен куравӗ уçăлнă. Истори жанрӗнче ӗçлекен монументалист-художникăн аллă картининчен тăракан курав «За землю русскую» ятлă.

Ăна уçнă çӗре Халăхсем хушшинчи «Ăс-хакăл культурин центрӗ» общество организацийӗн президенчӗ Юрий Родичев, Самарти Октябрьски хула округӗн пуçлăхӗ Сергей Радько  тата ытти хăнасем хутшăннă.  

Евгений Емельянов пухăннисене хăйӗн ӗçӗсем çинчен каласа панă тата куракансен ыйтăвӗсене хуравланă.

Куравра чăваш юррисем те янăранă, ташлакансем те пулнă.  Самар облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Людмила Павлова патриотизмла воспитани çинчен, çакнашкал курав хальхи вăхăтра кирли çинчен каланă.

Людмила Павлова ярса панă сăнӳкерчӗксем.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев