Пӗкӗлме районӗнче ача çырмана ӳкнӗ
Пӗкӗлме районӗнчи Солояз юханшыв хӗрринче вылянă ачасем 10-ри юлташӗ юнашар çуккине вăхăт иртсен тин асăрханă.
Подгорный поселокӗнче пулнă трагедире 10-ри ачан пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнине ТР МЧСӗн хыпарӗ çине таянса «Татар-информ» пӗлтерет. Солояз юханшыв хӗрринче вылянă ачасем юлташӗ çуккине вăхăт иртсен тин асăрханă, малтан хăйсем тӗллӗнех шыранă-ха, тупайманнипе аслисенчен пулăшу ыйтма чупнă.
Поселокра ача çухални пирки вырăнти полици уйрăмне çӗрле кăна пӗлтернӗ. Полици сотрудникӗсемпе пӗрле шырама тухнă ял çыннисем ачан виллине юханшывра çырантан 2 метрта тупнă.
10-МӖШ ХУТРАН ӲКНӖ
Çак кунсенче Хусанта та 14-ри ачана ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр.Хусанти Универсиада проспектӗнче çак кунсенче 14-ри арçын ача 10-мӗш хутран ӳксе вилнӗ.Тепӗр икӗ уйăхран 15 çул тултармалла пулнă вăл.
Хăй çине алă хума мӗн (е кам) хистени паллă мар. Иртен-çӳренсем те ӳксе шаплатнă сасăсăр пуçне урăх нимӗн те илтменнине калаççӗ. Асăннă çуртра пурăнакансем вара вăл çак картиш ачисемпе туслине те, кунта пурăннине те пӗлмен.
Арçын ача урăх шкула çӳренӗ иккен, лайăх вӗреннӗ. Малти вырăнсене йышăнакан пултаруллă шахматист та пулнă. Пӗрле вӗренекенсем каланă тăрăх, мессенджерсенчен пӗринчи хăйсен ушкăнӗнче вăл маларах пуринпе те сывпуллашнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев