Иртнӗ ҫулта Тутарстан Республики 11 наци проектне кӗрекен 50 федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗре хутшӑннӑ
Вӗсем пулӑшнипе ТР районӗсенчи шкулсенче ултӑ спортзала юсанӑ, 9 спорт объекчӗ тунӑ тата 4 футбол площадки.
Ҫавӑн пекех Арск районӗнчи 97 вырӑнлӑ психоневрологи интерначӗн корпусне хута янӑ, Анат Камӑра футбол манежӗ тунӑ, Васильевора универсаллӑ спортзал, Хусанти "Тасма" стадионӗнче ҫӑмӑл атлетикӑн чупу ҫулӗсене тунӑ, ятарлӑ оборудованипе ГТО нормативӗсене памалли 9 площадкӑна тивӗҫтернӗ.
Ҫапла пӗлтӗр Хусанта тӑватӑ шкул тата 12 ача сачӗ тунӑ. Унсӑр пуҫне 2020 ҫулта наци проекчӗпе Тутарстанра 255 км ҫул тунӑ.
Нет комментариев