Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, веç аван...
Тутарстанăн çулӗсем çинче 2022 çулта аварисен шучӗ чакнă, çавăн пекех вӗсенче вилнисемпе суранланнисен те.
Тутарстан Республикинчи федераллă тата регионри трассăсем çинче пӗлтӗр аварисен шучӗ самай чакнă. Çакна çулсем туса пăхса тăракансем хăйсен тивӗçӗ пек хаклаççӗ.
ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарид Ханифов пӗлтернӗ тăрăх, пӗлтӗр регионри çулсем çинче 533 çул-йӗр пăтăрмахӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 133 çын вилнӗ, 718-шӗ суранланнă. 2021 çулпа танлаштарсан, аварисен шучӗ 169 чакнă, вилнисем – 21 çынна сахалрах, суранланнисем – 271 çынна.
Пулса иртнӗ çул-йӗр пăтăрмахӗсенчен ытларахăшӗ машинăсем пӗр-пӗринпе çапăннине пула, водительсем кат аяккине анса кайнине пула тата çуран çӳрекене таптанипе пулса иртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев