Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Поэт чӗри халӑхпа пӗрле

Ҫӗршывшӑн ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ҫынсене шӑпах поэзи хавхалантарма пултарнине сисет чӑваш халӑх поэчӗ

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай самоизоляциччен те нумай сӑвӑ ҫыратчӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл кунне 2 сӑвӑ та пичетлесе соцсетьсене хурать.
"Гражданин пулмаллах эс..." тесе ахальтен чӗнсе каламан-тӑр ҫав пире Н.Некрасов. Ҫӗршывшӑн ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ҫынсене шӑпах поэзи хавхалантарма пултарнине сисет чӑваш халӑх поэчӗ. Сӑвӑсем айӗнче хӑҫан ҫырнӑ вӑхӑта та лартнӑран, эпир вӑл кунӗн-ҫӗрӗн литература анинче тӑрӑшни ҫинчен калама пултаратпӑр.
Чӑваш наци радиовӗпе те илетпӗр эпир поэт сӑввисене, Ватсапра та вулатпӑр.
Ку чухне Валери Туркай пирки Геннадий Айхи каланӑ сӑмахсем аса килеҫҫӗ: "Вӑл питӗ пултаруллӑ ҫын. Кирек мӗнле усала та чӑтма пултарайманскер, хальхи общество пурнӑҫӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене палӑртма чӗрӗ, вичкӗн сӑмахсем тупать. Унӑн чӗлхи сӑнарлӑ, ӑнланмалла, лайӑх йӗркеленнӗ, татӑклӑ."

Чăваш тӗнчи ӗçре те вăрçăра

Чӗлхе вăйне усрать сăвăçăра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев