ПОЕЗД ХĂВĂРТРАХ
Май уйăхӗн 23-мӗшӗнче Хусанти Аметьево станци çывăхӗнче 41 çулти арçын поезд килнине курса тăрсах юраман вырăнта чукун çул урлă чупса каçма хăтланнă, анчах ӗлкӗреймен. Хытă аманнăскере тухтăрсем те çăлса хăварайман.
ЗАРЯДКĂРАН ПУШАР ТУХНĂ
Çак кунсенче Хусанти нумай хутлă пӗр çуртăн хваттерӗнче пушар пулнă. Кил хуçи мобильлӗ телефонне зарядкăна лартнă та хăй тепӗр пӳлӗме тухнă. Кăшт вăхăт иртнӗ хыççăн шартлатнă сасăпа пӳлӗме кӗрсен дивана вут тивнине курах кайнă. Кил хуçисем пушара малтан диван çине пӗр витре шыв сапса хăйсемех сӳнтерме хăтланнă, анчах тӗтӗме пула тухма тивнӗ. Телее, çăлавçăсем вăхăтра çитнипе пушар ытти пӳлӗмсене сарăлайман.
ЭМЕЛӖ ПУЛМАН
Çак кунсенче Çырчаллинче 17-ри хӗр урамрах вилсе кайнă. Астмăпа аптраканскер хулана ялтан хăнана килнӗ пулнă вăл. Иккӗмӗш сыпăкри тетӗшӗсемпе урама уçăлма тухсан сасартăк япăх пулса кайнă. Тетӗшӗсем хӗре сак çине ларма пулăшнă-ха, ингаляторне те кăларнă, анчах эмелӗ пӗтнӗ пулнă.
ÇĂВА КӖРИЧЧЕНЕХ...
Çу вăхăчӗ çитменнине кура шыва кӗмелли сезон пуçланман пулсан та хурлăхлă статистика халех уçăлчӗ. Май уйăхӗн 23-мӗшӗнче Казанка юханшывӗнчен водолазсем 18-ти каччăн виллине кăларнă. Анат Заречье пляжра çамрăк каччă путни пирки пӗр кун маларах пӗлтернӗ. Водолазсем икӗ кун шыранă хыççăн тин ӳтне çырантан 300 метрта, 5 метр тарăнăшӗнче тупнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хӗвел çинче хӗртӗннӗ хыççăн сивӗ шыва сикнипе тăрук шăнăр туртнипе путнă вăл.
Çакăн йышши тепӗр пысăк инкек Тукай районӗнче пулнă. Кунта 7-ри хӗрача путса вилнӗ. Юлташ хӗрачипе урама уçăлма тухнăскер шыва кӗме шутланă. Анчах путма тытăннă, юлташӗ шывран кăларайнă-ха ăна, иртен-çӳренсем çийӗнчех пулăшма тăрăшнă, васкавлă пулăшăва та чӗннӗ, анчах ачана пурпӗр çăлса хăварайман. Юханшывсемпе кӳлӗсенче шыв ăшăнса ӗлкӗреймен-ха, çавăнпа шыва кӗме иртерех пулнине ан манăр.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев