Праски Виттине асăнса курав уçăлнă
Шупашкарта Чăваш халăх художникӗн тата Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗн Виталий Петровăн (Праски Виттин) малтанхи ӗçӗсен куравӗ ӗçлеме пуçланă. Экспозицире 1960-1970 çулсенче ӳнерçӗ ăсталанă 70 линогравюра. Кун пирки «Хыпар» Издательство çурчӗн сайчӗ пӗлтерет.
Мероприятире Чăваш Республикин культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗн çумӗ Надежда Павлова Праски Виттин пултарулăхӗ хăйне евӗр пулнине, вăл чăваш культурин управçи тата тӗнчипе паллă ӳнер стильне туса яраканӗ пулнине каласа хăварнă. «Радуга» культурăпа курав центрӗн директорӗ Нина Смирнова Пермь хулинчи кӗнеке издательствинче ӗçленӗ вăхăтра тунă ӗçсем Виталий Петровичăн пултарулăх çулӗн пӗрремӗш утăмӗсем пулнине палăртнă. Иллюстрацисене студент чухне тунă пулсан та вӗсене пысăк хак панă, 1965 тата 1967 çулсенче Пӗтӗм Раççейри кӗнеке ӳнерӗн конкурсӗнче дипломсем илме тивӗçнӗ.
Искусствоведени кандидачӗ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ӗçчӗнӗ Антонина Мордвинова линогравюра чӗлхин уйрăмлăхӗсем çинчен каласа панă, Виталий Петровичăн литература произведенийӗсен сюжечӗсене тата этемӗн шалти тӗнчине кăткăс композицисенче кăтартса парас ăсталăхне палăртнă.
Курава уçнă церемоние Виталий Петровичăн мăнукӗ – Кирилл Коробков та хутшăннă.
– Пире, паллах, калама çук йывăр, мӗншӗн тесен вăл вилнӗренпе сахал вăхăт иртрӗ-çке. Эпир хытă кулянатпăр, çак çухатуран нихăçан та пӗтӗмпех тӳрленсе пӗтейместпӗр. Çапах та курав йӗркелесе уçни пирӗншӗн ырă самант пулса тăчӗ.
Праски Виттин сайра тӗл пулакан линогравюрисен куравӗ апрелӗн 1-мӗшӗччен ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев