Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗремӗк-собор 300 çулта

Кашни çулах çак куна эпир чунри савăнăçпа кӗтсе илетпӗр. Раççей çыннисемшӗн Петрпа Павел уйрăмах чӗрене çывăх пулнă, яланах. Çӗршывра çак апостолсене халалласа лартнă храмсен пысăк йышӗ пирӗн шухăша çирӗплетет.


Хусанти Петрпа Павел апостолсен соборӗнче уяв кăçал уйрăмах анлă иртрӗ. Ачасем юратса: Атăлçи округӗнчи «Пӗремӗк-храм» текен чи илемлӗ храма, çӗршывӗпе те кун пек хитри сахал теççӗ,  çак куна юсаса пӗтерчӗç-çке. Ăна çветить тунăранпа 2026 çулта 300 çул çитрӗ. 1726 çулхи апрелӗн 3-мӗшӗнче Хусанпа Свияжск митрополичӗ Сильвестр (Холмский) çветить тунă Петрпа Павел апостолсен соборне. Çак кунранпах вăл Хусаншăн  ăс-хакăл центрӗ пулса тăнă. Вырăнти усламçă, ыркăмăллăхçă Иван Афанасьевич Микляев Раççей императорӗ I Петр 1722 çулта Хусанта пулнине халалласа 1723 çулта тума пуçланă ăна. Çак вырăнта унччен йывăç чиркӳ пулнă, ăна та Петрпа Павел апостолсене асăнса лартнă.   I Петр собор тума Хусана чаплă зодчисене яни упранса юлнă документсенчен паллă. Собор стильне архитектурăна ăнланакансем «вырăсла барокко» тесе ят панă – авалтан пыракан вырăс архитектурине асăрхана-асăрхана Европăри барокко паллисене хушни. Темӗнле тăрăшса купаласан та 1723 çулта Хусан строителӗсем авторсен (вӗсен ячӗсем историре сыхланса юлман) шухăшне пурнăçлайман – ишӗлсе аннă. Апла пулин те парăнман, 1726 çул тӗлне туса пӗтернӗ. Ăна çветить тунă çӗрте император хăй пулайман ӗнтӗ, 1725 çулта çӗре кӗнӗ.  
Çак пысăк юбилей, реставраци ӗçӗсем вӗçленнипе пӗр килнӗ, тӗрӗсрех каласан, соборăн аялти пайӗнчи ӗçсене уяв тӗлне пӗтернӗ. Сергий (Титов) настоятель собора пысăк организмпа танлаштарать: пӗр тӗлте юсав ӗçӗсем вӗçленнӗ çӗре тепӗр çӗрте реставраци тума пуçламалла, чăннипе вӗсем нихăçан та пӗтӗмпех вӗçленмеççӗ.  
Шăп уяв умӗн Тутарстанăн культура еткерӗсене сыхлассипе ӗçлекен комитет журналистсене экскурсие йыхравларӗ. Паянхи куна храмăн çичӗ ярусран тăракан 47 метрлă чан çапакан чиркӳ тăррине реставраци туса пӗтернӗ, халех асăнса хăварар, храм çӳллӗшӗ – 52 метр.  2, 3-мӗш яруссенче пысăк мар, çӳллӗ маччаллă пӳлӗмсем пур. Нумай çул хупăнса тăнă хыççăн 1989 çулта уçсан иккӗмӗш ярусра вырсарни шкулӗ ӗçленӗ. Халӗ те пушă тăратмӗç ку пӳлӗмсене. Чансем патнех çитермесен те (3-мӗш ярус хыççăн ансăрланса пыракан картлашкасемпе улăхма йывăр, ăнсăртран ӳксе сусăрланас хăрушлăх та пур, çинех тата алăпа тытса хăпарма карлăкӗ те çук) унта экскурсисем йӗркелесшӗн. Пӗрремӗш экскурсие июлӗн 12-мӗшӗнче Петр­па Павел апостолсене халалланă литургинче пулнисем хăпарса курма пултарчӗç. Ӳлӗм кашни вырсарникун ӗçлӗ экскурси. 
Урамран кӗрсенех, картлашкасемпе чан çапнă çӗре улăхиччен икӗ саркофаг –  Иван Афанасье­вич Микляевпа унăн Евдокия мăшăрӗн ӳчӗсем вӗсенче. Самай тарăн çӗрте тупнă реставраторсем. Çапла  пытарса хăварнипе упранса юлнă та вӗсем, тӗнпе кӗрешекенсем  аркатайман. Собор комплексӗн çак пайӗнче реставраторсем 2024 çулта ӗçе вӗçленӗ. 
Совет саманинче тӗн ӗненӗвӗпе кӗрешнӗ вăхăтра та собора пит сиен кӳреймен тесе каласа пачӗ пире епархин тӗп инженерӗ Михаил Федотов. Соборăн аялти пайӗнче (халӗ реставраци хыççăн ӗçлеме пуçланинче) малтанах атеистсен клубне уçнă, анчах ку идейăна хула çыннисем сӳрӗккӗн йышăннă курăнать. Кӗçех ун вырăнне архив  уçнă. Собора епархине тавăрса панă чух 1989 çулта Хусан планетарийӗ пулнă унта. 
Соборăн çӳлти пайне тӳрех ӳнерçӗсене, реставраторсене мастерской пек панă. Çавăнпа лепнина, ытти эрешсем лайăхах упраннă теме пулать. 
1989 çулта ирттернӗ реставраци ӗçӗсем хыççăн Петрпа Павел апостолсен соборӗн «Кафедра соборӗ» статус пулнă. Хусан Кремлӗнчи Благовещени храмне реставраци туса пӗтеричченех пысăк чиркӳ праçникӗсене çакăнта ирттернӗ. Турă Амăшӗн Хусан турăшне тупнă тӗлте Турă Амăшӗн соборне туса лартнăранпа «Кафедраллă собор» вăл пулса тăнă. 
Петропавловски собор историйӗнче пушар тухса шар курнисем те пулнă. «Турă Амăшӗн «Неопалимая купина» турăшне храма кӗртнӗренпе вут-кăвар сиен кӳмен ăна», – храмăн сахал çын пӗлекен пулăмӗсем çинчен каласа парать Михаил Михайлович. 
Храмăн аялти пайӗнчен реставраци ӗçӗсем çӳлти пайне куçӗç.
Чукун листисенчен тăракан урайне те çӗнетмелле (Демидов завочӗсенче ятарласа çак собор валли шăратса тунă теççӗ вӗсем пирки). Трапезăсем ирттерекен пайран пуçласшăн реставрацие. 
Собора 1960 çулсенчех çӗршыв шайӗнчи культура еткерӗн объекчӗ тесе йышăннă, сыхланă, юсавсем те ирттернӗ. Юлашки реставраци 2016 çулта пуçланнă. «Истори астăвăмӗ» федераллă проект витӗмӗпе паянхи куна федераци бюджетӗнчен 650 миллион тенкӗ укçа куçарнă. «Хамăр тӗллӗн кун пек пысăк ӗçсем туса ирттереймен пулăттăмăр. Умра тата пысăк реставраци ӗçӗсем, асăннă проектпа малашне те пулăшу илсен вăхăтра пурнăçлăпăр вӗсене», – шанчăклăн  каласа парать тӗп инженер.  

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #охрана объектов культуры