Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳркел чăвашӗсем пăрлакпа кӗрешме вӗренсе çитнӗ

Çутçанталăк ăншăрчӗсене хирӗç цифра технологийӗсем тăраймаççӗ çав. Анчах та интернет анлă сарăлса кашни яла çитнине кура çынсем чылай çӗнӗлӗхе тӳрех алла илеççӗ.

Этем пӗр-пӗринчен вӗренсе пырать. Çапла, пăрлаклă çанталăкра урамсем тăрăх шуса ӳкмесӗр çӳреме те вӗренсе çитнӗ Пăва районӗнчи Пӳркел ăстисем. Ӗлӗк чăвашсем атă-пушмака таканланă пулсан, хальхи вăхăтра шăвăç татăкне кирлӗ пек авсан тата шăтарсан шанчăклă антипăрлак пулса тăрать. Атă-калуш çумне ăна йӗлтӗр крепленийӗ пек тыттараççӗ.

Çакăн пек çанталăкра ватă çынсем урама тухма уйрăмах асăрханаççӗ. Кун пек хушма хатӗрпе вара пăрлак хăрушă мар.  
Елена Хлынова ярса панă сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев