Пӗрлехи патшалăх экзаменне памалли кунсем паллă
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи патшалăх экзаменне памалли кунсем паллă

Раççей Çутӗç министерствипе Рособрнадзор 2025 çулта пӗрлехи патшалăх экзаменне (ППЭ) тытмалли кунсене палăртнă.

Шкул пӗтерекенсем тӗп тапхăрта майăн 23-мӗшӗнчен (истори, литература тата хими) экзамен пама пуçлаççӗ. Июнӗн 11-мӗшӗнче юлашки экзамена (ют чӗлхе тата информатика) тытӗç. Тепӗр хут экзамен тытас текенсем валли июлӗн 3-4-мӗшӗсене палăртнă. 

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

 

 


Образование ЕГЭ

Нет комментариев