Çакăн çинчен пӗрлехи информаци центрӗпе ВКС мелӗпе çыхăнса «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» акци вылявне ертсе пыракан Артур Кортес каласа пачӗ. Автомобиль, айфон выляса илме суйлавçăн мӗн тумалла? Çакна та тӗплӗн ăнлантарчӗ ертӳçӗ
Пӗтӗм çемьепе суйлав участокне каймаллине пурте пӗлетпӗр, анчах ку çеç сахал-çке. Суйлав участокӗ умӗче сăн ӳкерсе ВКонтактери #Всей семьей на выборы #Татарстан Алга ушкăна ярса памалла. Анчах кунта çирӗп правилăсене пăхăнмаллине те астутарчӗ Артур Кортес. Сăнӳкерчӗкри ушкăнра пӗрин те пулин 18 çултан аслăрах пулмалла, суйлава хутшăннăшăн панă сулă алăра курăнмалла. Пӗччен сăн ӳксе ярса панине шута илмеççӗ. Çавăнпа та çемьери çынсемпе, тăвансемпе, юлташсемпе, ӗçтешсемпе ӳкерӗнмелле тесе ăнлантарчӗ Артур Кортес.
Пӗтреç районӗнчи Абдулловсен çемйи автомобиль выляса илнӗ. Гульфия Абдуллова мăшăрӗпе тата çулталăк та 9 уйăхри кӗçӗн хӗрӗпе, 2-мӗш класа каякан аслă хӗрӗпе сăн ӳкерӗннӗ, ВКонтакте социаллă сетьри ушкăна сăнӳкерчӗк ярса панă. 20.15 сехетре пуçланнă автомобиль вылянтарасси.
«Эпӗ шанман выляса илессе, упăшка калать: «Выляса илетпӗр», – тет» – каласа парать вкс мелӗпе пӗрлехи хыпарсен центрӗпе çыхăннă Гульфия.
Урăх телеканал çине куçас тенӗ хӗрарăм упăшкине
итлесе тăхтанă. «Пирӗн сăнӳкерчӗк тухсан та ӗненес килмерӗ», – савăнăçлăн пӗлтерет çӗнтерӳçӗ журналистсене.
Сăнӳкерчӗк авторăн, ВКонтактери #Татарстан Алга ушкăнăн.
Нет комментариев