Пӗтӗм чӑваш диктантне ака уйăхӗн 26-мӗшӗнче çырӗç
Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет
Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Диктант çырма 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
8 (8352) 58-47-19 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри;
89677946646 – Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертӳçин ĕçĕсене тăваканĕ;
89093044309 – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертӳçи;
8 (8352) 45-93-90 (3150) – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.
8 (8352) 23-02-17 (147) – Соловьева Галина Павловна, Чăваш наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертӳçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев