1–9 классенче вĕренекенсем февралӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа мартӑн 4-мӗшӗччен Учи.ру вӗрентӳ платформинче окружающий мир тата экологи предмесĕсемпе иртекен пӗтӗм Раççейри олимпиадăна хутшăнма пултараççĕ.
Олимпиада тӳлевсӗр, сайтра регистраци кăна иртмелле. Заданисене пурнăçланă хыççăн, тепĕр кун харпăр кабинета результатсене кура диплом, грамота е сертификат вырнаçтарĕç.
Олимпиада виççӗмӗш çул «Национальные приоритеты» автономлă коммерцилле мар организаци тата Учи.ру вӗрентӳ платформи стратегилле пуçарусен Агентстви тата Раççей экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви тĕрев панипе РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн пуçарӑвӗпе тата хушӑвӗпе пурнӑçланакан «Экологи» наци проектне пулӑшса иртет.
Нет комментариев