Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунне халалланă концерт

Хусанта февралӗн 20-мӗшӗнче «Тăван чӗлхе – халăх чунӗ» концерт иртет.

Уява Тутарстанри муниципалитет районӗсен представителӗсем, пултарулăх коллективӗсем, çемье тата ача-пăча ансамблӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсем республикăра пурăнакан халăхсен культурин пуянлăхӗпе тата тăван чӗлхипе паллаштараççӗ.

Концерт февралӗн 20-мӗшӗнче 16.00 сехетре А.С. Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче (Карл Маркс урамӗ, 26 çурт) пуçланать. Курма килекенсене йыхрав хучӗпе кӗртеççӗ.

Мероприятие йӗркелекенсем – ТР Халăхсен ассамблейипе Туслăх Çурчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Родной язык