Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуçлар-ха, тăванăм, «Вĕç, вĕç, куккука»

Андриян Николаев космонавта асăнса

Пуçлар-ха, тăванăм, «Вĕç, вĕç, куккука».
Юрлар-ха, тăванăм, мăнаçлăн та сумлăн.
Юрлатчĕ чунтан ку юрра Андриян, 
Тăван халăхне пуç тайса саламланăн.

Юрлатчĕ чунтан ку юрра Андриян.
Хăш чух пичĕ тăрăх куççуль ун юхатчĕ.
«Ан манăр савса тав тума аннĕре!» —
Тесе вăл пире юлташла ăс паратчĕ.

Ак халь Андриян та — таса Чăн Çĕрте.
Ăна çăлтăрсем юратса çупăрларĕç.
Анчах та янрать унăн çепĕç сасси.
Анчах та сӳнмест унăн çутă Сăнарĕ.

Янрать аслă юрă чуна çĕклесе,
Чуна кисретсе, çĕнетсе илĕртӳллĕн!
Тĕнче çутăрах, ырăрах кун пек чух!
Аманнă чĕре те тапать çĕкленӳллĕн...

Пуçлар-ха, тăванăм, «Вĕç, вĕç, куккука».
Юрлар-ха, тăванăм, мăнаçлăн та сумлăн.
Юрлатчĕ чунтан ку юрра Андриян, 
Чăваш Тĕнчине пуç тайса саламланăн.

Валерий Туркай, 06.01.2007

Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День космонавтики