ПУЛАС САЛТАКСЕМ ĂМĂРТРӖÇ
Çӗнӗ Упире «Маттур салтаксем» вăйă программи иртрӗ
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин уявӗ – пысăк та чаплă кун. Çак кун тăван çӗршыва хӳтӗлекенсемпе арçынсене саламлаççӗ. Раççей çарне хисеплес, патриотизм туйăмне ӳстерес, Тăван çӗршыва юратас тӗллевпе уяв умӗн Упири вăтам шкулта вӗренекенсем хутшăннипе
Арçын ачасем «Çар разведки» тата «Спецназ» ушкăнсем çине пайланса «Çыхăнуçăсем», «Санитарсем», «Шифровальщик», «Спорт», «Тӗл перекен стрелок», «Çар званийӗсем», «Мина уйӗ», «Вăр-вар салтак» конкурспа вăйăсене хастар хутшăнчӗç, канат туртассипе те ăмăртрӗç. Пулас хӳтӗлевçӗсем хăйсен паттăрлăхне, хăюлăхне, тавçăрулăхне, пултарулăхне кăтартрӗç.
Конкурс программи патриотла кӗвӗ-çемӗпе янăраса тăчӗ. Мероприяти савăнăçлă та кăсăклă иртрӗ, пурне те килӗшрӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев