Пулас студент аслă шкулсем çинчен  пӗтӗм  информацие  пӗр çӗрте тупма пултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Пулас студент аслă шкулсем çинчен пӗтӗм информацие пӗр çӗрте тупма пултарать

Аслă шкула вӗренме кӗрекенсем валли «Жизненная ситуация» сервис ӗçлеме пуçланă. Вăл абитуриента вӗренӳ заведенине тата специальноçӗ суйласа илме пулăшать.

Сервис урлă вӗренӳ программисене танлаштарма тата бюджетлă вырăнсем çинчен информаци тупма пулать. Кунтах ППЭ баллӗсемпе предметсем, аслă шкулсен адресӗсен, вӗрентӳ учрежденийӗн общежитипе çар кафедри пуррипе çуккине, вӗренӳ майне куçăн е куçăн мар пулнине пӗлме пултарать.  Пулас студент аслă шкулсем çинчен  пӗтӗм  информацие  пӗр çӗрте тупма пултарать.  Çавăн пекех ун урлă конкурс списокӗсенчи позицие те пăхма пулать.

Каласа хăвармалла, аслă шкула вӗренме кӗмелли кампани июнӗн 20-мӗшӗнче пуçланчӗ. Документсене приемнăй комиссие пымасăрах пама пулать.

Госуслуги порталтан тунă сăнӳкерчӗк. 


студенты приемная кампания абитуренты

Нет комментариев