Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурнăçа юратакансене ватлăха парăнма ир

2018 çулта Хусанта «Жизнелюб» программа ӗçлеме пуçланă

 

2018 çулта Хусанта «Жизнелюб» программа ӗçлеме пуçланă

Культура çурчӗсенче, парксемпе скверсенче аслă çулсенчи çынсемпе тӗллевлӗн культурăпа спорт мероприятийӗсем ирттереççӗ. 2023 çулхи кӗркунне «старта тухнă» «Игры долголетия. Жизнелюб» проект хула администрацийӗ лартнă тӗллеве малалла пурнăçлать. Çакăн çинчен журналистсене «Татар-информ» информаци агентствинче физкультурăпа спорт комитечӗн пуçлăхӗ Л.З.Гарипов, «Игры долголетия. Жизнелюб» проектăн ертӳçи Р.Ф.Багаутдинов, ТР тата Хусан ветерансен канашӗн Председатедӗ, спорт ветеранӗ А.В. Плюшкин каласа пачӗç. 
Сăмах 55 çултан аслăраххисене спорт тӗсӗсемпе аппаланма май парасси пирки. Малтанах тăватă спорт тӗсӗпе аппаланнă çулланнисем, халӗ — улттă — йӗлтӗрпе чупассипе,çурçӗрнавла утассипе, шашкăлла выляссипе, сӗтел çи теннисӗ, шывра ишессипе тата дартс. Март пуçламăшӗнче йӗлтӗрçӗсм хушшинче ирттернӗ ăмăртусене хутшăнакансенчен чи асли 86 çулта пулнă. 
Апрелӗн 13-мӗшӗнче Хусанти «Триумф» Спорт комплексӗнче дартс енӗпе финал иртет. Хусанăн кашни муниципаллă районӗнчен 3 арçын, 3 хӗрарăм финала хутшăнать. 
Халӗ хула районӗсенче çурçӗрле утассипе (северная ходьба) ăмăртусем пыраççӗ. Паян Ново-Савиново районӗнче хӗрӳ иртнӗ ăмăрту. 
«Игры долголетия. Жизнелюб» проект май уйăхӗнче пысăк спорт уявӗпе вӗçленет. Çӗнтерӳçӗ-района куçса çӳрекен кубок парса хавхалантараççӗ. Анчах ку «Жизнелюб» проект вӗçленессе пӗлтермест. 55 çултан аслисенчен чылайăшӗ çăва тухсан хулари шава дачăри шăплăхпа улăштарать. Апла пулин те хулара юлакансем те пур. Çак проектпа ӗçлекенсем вӗсем валли парксенче çуллахи спорт тӗсӗсемпе кану йӗркелеме планлаççӗ. 
Тӗплӗнрех «Суварăн» çитес эрнере тухакан номерӗнче вулăр.
Сăнӳкерчӗк И.Тухбатов («Татар-информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество