Пусӑ патӗнче те шыв ӗҫмесен...
Ҫырчаллинчи медколледж директорӗпе унӑн хӗрне сӗтев илнӗшӗн тытса чарнӑ
Тутарстанри Сывлӑх сыхлав минрстерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина колледжӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана лартнӑ. Мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра йышӑну кампанийӗ пырать.
Хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, взятка илнӗшӗн тытса чарнӑ 68 ҫулти Светлана Вахитова вырӑнне вӗрентӳ заведенийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Наиля Нурмухаметова пурнӑҫласа пырӗ.
"Медицина колледжӗ хӑйӗн ӗҫне штатлӑ режимра малалла тӑсать. Йышӑну кампанийӗ план тӑрӑх пырать", – тесе ӑнлантарнӑ ведомствон пресс-службинче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев