Пушарта вилекенсен шучӗ ӳснӗ
Тутарстанра пушарсенче вилекенсен шучӗ ӳснине «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Раççей МЧСӗн тӗп управленийӗн Тутарстанри Надзор ӗç-хӗлӗпе профилактика ӗçӗн управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Олег Маринин пӗлтернӗ.
«Кăçал Тутарстанра 3181 пушар тухнă, пӗлтӗрхи тапхăрпа танлаштарсан вӗсен шучӗ 9,3 процента чакни палăрать. Анчах вилекенсем йышланчӗç. Пӗлтӗр çак вăхăта 81 çын вилнӗ пулсан, кăçал вара 104», – палăртнă спикер.
Шел пулин те, пушарта вилнӗ ачасен шучӗ те ӳснӗ. Кăçал пушарта пилӗк ача вилнӗ, пӗлтӗр çак тапхăрта виçӗ ача çухатнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев