ПУССА ӲКНӖ
Заинск хулинче 45-ри арçын канализаци пуссинче вилнине хыпарлать tatarstan24.tv сайт. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, шăтăкра ӗçлекенскер пуçӗ çаврăнса кайнипе пусса ӳкнӗ. Шел те, сывă юлайман. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
КУРАССИ...
Çак кунсенче Хусанти Приволжски районӗнчи пурăнмалли çурт-йӗр комплексӗн стройкинче 36-ри çамрăк çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă. Çӗр айӗнчи парковка тунă çӗрте шӗвӗ бетон парса тăраканни пулнă вăл. Бетон çăракан машина çине хăпарнăскер, сасартăк ӳкнӗ те ӗнсе тымарӗпе тимӗр труба çине çапăннă. Шел, сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хăрушсăрлăх правилисене пăснă вăл. Çак факт енӗпе те уголовнăй ӗç пуçарнă, пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпченӗ хыççăн яваплисене палăртӗç.
ВАСКАНĂ...
Иртнӗ канмалли кунсенче Хусанти Акăш кӳлли патӗнче 38-ти хӗрарăм машина айне пулнă. Юлташ хӗрарăмӗ каланă тăрăх, вӗсем кунти кафере хăналаннă хыççăн киле каймашкăн чӗннӗ такси çулăн тепӗр енне чарăннă. Кун хыççăн иккӗмӗш машинăна чӗннӗ, вăл та малтанхи вырăнах çитсе чарăннă. Юнашарах çӗр айӗнчен каçмалли ятарлă вырăн пуррине пӗлсе тăнă çӗртех çул урлă чупса каçма шутланă. Пӗрремӗшне ăннă, вăл каçса ӗлкӗрнӗ, тепри енчен енне пăхса тăмасăрах килекен машина умне сиксе тухнă... Куракансем каланă тăрăх, хӗрарăмсем ӳсӗр пулнă. 38-ти хӗрарăмăн çăмăлттайлăхӗ çул çитмен виçӗ ачине тăлăха хăварнă.Телефонӗ çав тери ваннипе йӗрке хуралçисем тăванӗсемпе тӳрех çыхăнайман.
АЧАСЕМ ПУТНĂ
Ку пысăк инкек кӳршӗллӗ Чăваш Енри Кӗçӗн Çавал юханшывӗнче пулнă. 8-9 çулсенчи виçӗ хӗрача аслисемсӗрех шыва кӗме кайнă та пӗри те ишсе тухайман. Çав кунсенче Тутарстанри Солонка юханшывӗнче те 16-ри арçын ача путнă. Инкексен сăлтавӗ пӗр – юраман вырăнта тата аслисемсӗр шыва кӗни.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев