Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

П.В.Деменьев музейӗнче «Раççей халăхӗсен наци тумӗсем» темăпа музей урокӗ иртнӗ

П.В.Деменьев музейӗнче «Раççей халăхӗсен наци тумӗсем» темăпа мероприяти ирттертӗмӗр.

Наци костюмӗ вăл ахаль тумтир кăна мар, халăх историйӗ, унăн культури, унăн пурнăçӗ. Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне тӗпе хурса П.В.Деменьев музейӗнче «Раççей халăхӗсен наци тумӗсем» темăпа мероприяти ирттертӗмӗр. Çӗнӗ Упири шкулта вăтам классенче вӗренекенсене тӗрлӗ халăхсен наци костюмӗсемпе, хуласемпе ялсенче пурăнакансен тумӗсемпе паллаштартăмăр.

Ачасем халăх тумӗн тӗрлӗ тӗсӗпе илемне видеохăтлав урлă курчӗç, çӗнӗ те кăсăклă япаласем нумай пӗлчӗç. Халăхсен йăлана кӗнӗ наци культурин илемлӗ тӗслӗхӗсене курма пултарчӗç.

Илемлӗ, илемлӗ,

Илемлӗ чăваш кӗпи.

Илемлӗ чăваш кӗпи те

Тăхăнма пӗлсен кăна.

Çак юрăри йӗркесем те чăвашсен йăлари тумӗн илемӗ пирки янăраççӗ.
Çаплах ачасем чăвашсен наци тумӗпе, хӗрсен пуçа тăхăнмалли хатӗрӗсемпе – тухьяпа, масмакпа – кăсăклансах паллашрӗç. Чăваш тумӗ яланах капăр, илемлӗ. Ачасенче тăван халăхшăн, культурăшă
н мăнăçланас туйăм малашне те ан иксӗлтӗрччӗ.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане