Пысăк укçа тӳлекен ӗç вырăнӗсем те пур
Аса илтеретпӗр, паянхи куна Тутарстанра 23 400 ӗçсӗр çын хисепленсе тăрать
Хусанта ӗçпе тивӗçтерекенсем май уйăхӗнче информаци технологисен шайӗнче ӗçлекен специалистсене пысăк зарплатăсем тӳлеме хатӗр пулнине пӗлтерет «Суперджоб» сервис.
Çапла май уйăхӗнче Хусанта чи пысăк шалăва Web developer разработчикне тӳлеме хатӗр пулнă, çак ӗçе пултараякан çынна 140-рен пуçласа 175 пин тенкӗ таран тӳлеме хатӗр пулнă. Ун хыççăн 1С програмистăн вакансийӗ пырать, ăна 100 пин тенкӗ ӗç укçи пама хатӗр.
Чи пысăк ӗç укçиллӗ профессисен списокӗнче виççӗмӗш вырăна Е категориллӗ водитель-экспедитор йышăнать, урăхла каласан, дальнобойщик. Ăна та ӗçпе тивӗçтерекенсем 100 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ун хыççăн С++ developer вакансийӗ пырать – 90 пин. Пиллӗкмӗш вырăнта суд взысканийӗсен ведущий специалисчӗ, ăна ӗçпе тивӗçтерекенсем уйăхсерен 80 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев