Раççей Президенчӗн суйлавӗнче Тутарстанра суйлав комиссийӗсенче 21,6 пин çын ӗçлӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Президенчӗн суйлавӗнче Тутарстанра суйлав комиссийӗсенче 21,6 пин çын ӗçлӗ

«Çав шутран 7,5 пинӗ — педагогсем, 600-шӗ — врачсем, 300 ытла предприниматель, студентсем. Темиçе кунлăха вӗсем участоксенчи суйлав комиссийӗсен пайташӗсем пулса тăраççӗ, суйлавçăсен интересӗсене хӳтӗлеççӗ», — тенӗ А. Кондратьев.

Раççей Президенчӗн суйлавӗнче мартăн 15 — 17-мӗшӗсенче Тутарстанра суйлав комиссийӗн участокӗсенче 21,6 пин çын ӗçлӗ.

Çакăн пирки Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев Хусанти патшалăх энергетика университечӗн студенчӗсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ. 


«Çав шутран 7,5 пинӗ — педагогсем, 600-шӗ — врачсем, 300 ытла предприниматель, студентсем. Темиçе кунлăха вӗсем участоксенчи суйлав комиссийӗсен пайташӗсем пулса тăраççӗ, суйлавçăсен интересӗсене хӳтӗлеççӗ», — тенӗ А. Кондратьев. 


Спикер каланă тăрăх, суйлавра çавăн пекех 10 пин ытла обществăлла сăнавçă ӗçлӗ. 2021 çулхи суйлавра республикăра 17 пин сăнавçă ӗçленӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗ çамрăксем пулнă.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


выборы 2024

Нет комментариев