Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Президентне Владимир Путина çӗршывра пурăнакансем кăна мар тӗнче те хăлха тăратса итлерӗ

Ӗнер РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфира тухса анлă пресс-конференци ирттерчӗ. Ăна тӗрӗссипе Раççей халăхӗ кăна мар пӗтӗм тӗнче хăлха тăратса итлерӗ. Америкăри, Европăри ертӳçӗ МХХсем паяна аналитикăлла материалсем нумай хатӗрлесе кăларнă. Вӗсен шучӗпе Владимир Путин президент вырăнӗнче хăйне çирӗп те лăпкă туять, Раççей экономики те санкцилле йывăрлăхсем пулсан та арканман, халăхӗ те килсе тухнă йывăрлăхсем тавра çирӗпрех чăмăртаннă.

Ӗнер РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфира тухса анлă пресс-конференци ирттерчӗ. Çӗршыв пуçлăхне пӗтӗмпе 2 миллион та 400 пине яхăн ыйту ярса панă. Унсăр пуçне тӳрӗ эфир пынă вăхăтра та вӗсем тăтăш килсе тăчӗç. Владимир Путин черетлӗ ыйтăва хуравланă чух экран çине кăларакан чупакан йӗркесене те (бегущая строка) асăрхаса тăчӗ. Ыйтусене Раççей ертӳçи тӗплӗ те туллин хуравларӗ. 

Владимир Путина тӗрӗссипе Раççей халăхӗ кăна мар пӗтӗм тӗнче хăлха тăратса итлерӗ. Америкăри, Европăри ертӳçӗ МХХсем паяна аналитикăлла материалсем нумай хатӗрлесе кăларнă. Вӗсен шучӗпе Владимир Путин президент вырăнӗнче хăйне çирӗп те лăпкă туять, Раççей экономики те санкцилле йывăрлăхсем пулсан та арканман, халăхӗ те килсе тухнă йывăрлăхсем тавра çирӗпрех чăмăртаннă. Тӗнчери геополитика лару-тăрăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулчӗç пирӗн Президентăмăрăн сăмахӗсем. 

Владимир Путин граждансемпе журналистсен ыйтăвӗсене хуравланă вăхăтра хăш-пӗр ыйту çийӗнчех татăлчӗ темелле. Çапла Крымран ачасем спортзал юсаса пама ыйтнă хыççăнах ăна йӗркене кӗртме хатӗррисем тупăнчӗç. Апла ачасем спортзалсăр юлмаççех. Президент хăй те çын çинче каланисем пурнăçланаççех тесе шантарчӗ. Халиччен ӗç укçи илейменнисем те тӳрӗ эфир пуçланичченех укçа илнине пӗлтерчӗç.

Кӗçех Мускавпа Хусан хушшинче М12 тӳлевлӗ автомагистраль хута каймалла. Хакӗ ун Арзамаспа Мускав хушшинче пуçтарăнакан тӳлеве шута илсен 6 пине яхăн пулмалла. Çул хакне пăхса тухма ыйтса Мускавран Сергей Гвоздев-Карелин шăнкăравларӗ. Крыма çитесси, Мускавпа Санкт-Петербург хушшинчи çулçӳрев 4 пине яхăн пулнă чух мӗншӗн Хусантан Мускава çитме 6 пине яхăн тӳлемелле-ха тесе пăшăрханчӗ вăл. Владимир Владимирович ку ыйтăва та тимлӗхе илме шантарчӗ, çулçӳрев 4,5 пин çурăран иртмелле мар тесе палăртрӗ. Малтанласа «Автодор» пӗр километршăн 4 тенкӗрен ытла пулмалла мар тенӗ, кăçал хака 7 тенке çитернӗ. Çӗршыв ертӳçин шучӗпе ку апла пулмалла мар, ку ӗçшӗн яваплисемпе калаçса проблемăна татса пама пулчӗ. 

Пенсионерсене хумхантаракан тепӗр ыйтăва та Президент тӳрӗ эфирта татса пачӗ. Владимир Путин йышăнăвӗпе ӳлӗмрен пенсионерсем ÇКХ услугисемшӗн комисси банка тӳлемӗç. 

Пенсири тепӗр хӗрарăма Ирина Акопована çăмарта, чăх ашӗ хакланса кайни питӗ шухăшлаттарать. Владимир Путин сăмахӗпе, ку продукт ыйтăмран (спрос) сахалрах пулнипе çыхăннă. Çăмарта халăха кирлӗ чухлӗ çуккипе ӗнтӗ. Халăхăн пурнăç лару-тăрăвӗ лайăхланса пынине те шута илме сӗнчӗ вăл. Апла пулсан çынсен туянаслăх вăй-халӗ ӳснӗ, кирлӗ продукци вара çитсе пымасть, çавăнпа усă кураççӗ те производительсем, хаксене ӳстереççӗ. Декабрь уйăхӗнче лару-тăру лайăх енне улшăнасса шантарчӗ çӗршыв ертӳçи. 

Новосибирскран Владимир Леонтьев шăнкăравласа хăйне çитес çулта ÇКХ тарифӗсем ӳсесси пăшăрхантарнине каласа ку ыйтăва татса пама ыйтрӗ. Раççей Президенчӗ ку енӗпе те пулăшма пулчӗ. Ун сăмахӗпе, тарифсем ӳсмесӗр тăраймаççӗ паллах, анчах граждансен тупăш ӳсӗмӗ тӳлевсенчен маларах пымалла. 

Пӗтӗмлетсе каласан, Владимир Путин кашни ыйтăва ячӗшӗн кăна мар чăннипех интересленсе итлерӗ, виçеллӗ хурав парса пычӗ. Граждансенчен килнӗ нумай идейăна, сӗнӗве вăл хăйӗн черетлӗ Президент программине кӗртме шантарчӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗксем тӳрӗ эфир вăхăтӗнче тунă стоп-кадрсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика