Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей технологийӗсен кирлӗлӗхӗ ӳсет

Kazan Digital Week 2023 халăхсен хушшинчи форума уçнă церемони хыççăн пленарлă лару пуçланчӗ.

Лару ӗçне ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăлла коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев, РФ транспорт министрӗн çумӗ Дмитрий Баканов, РФ промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Василий Шпак, РФ культура министерствин кинематографипе цифра аталанăвӗн департаменчӗн ертӳçин çумӗ Алексей Наймушин, Head Hunter генеральнăй директорӗ Дмитрий Сергиенков, Профессисемпе пӗлӳ аталанăвӗн агентствин генеральнăй директорӗ Роберт Уразов, Тутарстанри патшалăх тата муниципаллă власть представителӗсем,  Раççей регионӗсемпе ют çӗршывсен делегачӗсем, район пуçлăхӗсем, ИТ-специальноçа суйланă студентсем хутшăнчӗç.

Пленарлă ларăва Россия-24 телеканалăн информаци кăларăмӗсен ертӳçи Дмитрий Щугорев ертсе пычӗ.

РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин лару ӗçне  видеоçыхăну майӗпе хутшăнчӗ.  

«Пӗр пӗрин опычӗпе, наукăри çитӗнӳсемпе ылмашăнма май паракан площадка пулса тăрать паян Kazan Digital Week, – терӗ вăл форума хутшăнакансене сывлăх сунса. Президент пӗрре мар цифра трансформацийӗ кашни отрасле, предприятие, социаллă сферăна, патшалăхпа муниципаллă управление, кашни çемьепе кашни çын пурнăçне кӗмелли çинчен каларӗ. Ăна пурнăçлама, паллах, хамăрăн вӗр-çӗнӗ платформа решенийӗсем, программăсем, телекоммуникаци пулмалла, серверсен хăватлăхне, микроэлектроникăна, робототехникăна, энергетикăпа транспорта аталантармалла. Паллах, пӗр-пӗр продукта туса илес тесен информаци технологийӗсен секторне çӗнетмелле.  Ун валли пирӗн пурте пур: лайăх опыт, наука потенциалӗ, талантлă кадрсем, ресурссем. ИТ сферăра ӗçлекенсем валли çӗршывра ятарласа тӗрлӗ преференцисемпе çăмăллăхсем йӗркеленӗ.

Хальхи вăхăтра Раççей технологийӗсен кирлӗлӗхӗ ӳссе пырать. Пӗлтӗртенпе вăл вунă хут ӳсрӗ. Харпăр цифра решенийӗсемпе   услугăсене икӗ триллион тенкӗлӗх пурнăçланă. Программа тивӗçтерӗвӗпе ӗçлекен производительсем рынока кирлӗ продукципе çителӗклӗ тивӗçтерме пултарасса шанатăп. Патшалăх реестрӗнче кăна электронлă шутлав машинисем валли 17 пин продукт шутланать. Раççейре ку енӗпе 22 компание аккредитациленӗ. Çӗршывӗпе пурӗ 820 пин программист ӗçлет, ку пӗлтӗрхинчен 15 процент ытларах.

Тутарстана пысăк тав çакăн пек пӗлтерӗшлӗ мероприятие иртерессине хăй çине илнӗшӗн. Пурне те ăнăçу тата тухăçлă ӗçлеме сӗнетӗп. Тараватлă Тутарстанпа паллашни хăйне пӗр пулăм», – терӗ РФ Правительство пуçлăхӗ.

Михаил Мишустин палăртнă тăрăх, пысăк заказчиксемпе опытлă разработчиксен ӗçне пӗрлештерме  çӗршывра компетенцисен 33 индустри центрне хута янă. Çак тытăма 300 яхăн отрасль организацийӗ тата 700 яхăн профиль эксперчӗ кӗнӗ. Ку хăш облаçре, сферăра ют çӗршывсен цифра продукчӗсенчен ытларах тытăнса тăнине палăртма тата вӗсене майӗпен хамăрăннисемпе улăштарма май парать. Правительство пуçлăхӗ харпăр укçи-тенкине ИТ-решенисем çине яракан предпринимательсене тав турӗ. Иртнӗ çулта РФ цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăлла коммуникацисен министрне Kazan Digital Week 2023 форумăн йӗркелӳ комитечӗн председательне суйласа лартни ӗç çаврăмӗнчен килекен сӗнӳсене туххăмрах илтме, патшалăх йышăнăвӗсене тунă чух вӗсене шута илме май панине асăнса хăварчӗ. Форумра панă сӗнӳсем Президентăн технологи суверенитечӗпе лартнă задачисене пурнăçлама пулăшасса шаннине пӗлтерчӗ.

Максут Шадаев форумăн шайӗ ӳссе пынине каласа вăл çӗршыври цифра аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнине палăртрӗ. «Раççей Премьер-министрӗ хыççăн мӗн те пулин хушса калама йывăр. Çапах та, ман çакна палăртса хăварас килет. Рынокран ют çӗршывсен ИТ-технологийӗсем кайнă хыççăн пушанса юлнă нишăна хамăрăн продукципе тултарма май пулни савăнтарать», – терӗ министр. Унтан вăл нумай ырă сăмах Тутарстана, уйрăмах Рустам Минниханова каларӗ. «Эсир пулман-тăк, ку форум пулмастчӗ. Пӗр ӳстермесӗр çавна çирӗплететӗп. Ку сирӗн, Тутарстанăн пуçарăвӗ», – терӗ Максут Шадаев.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум