Радмир Беляев: «Пурне те килте сывӑ та çӗнтерӳпе кӗтетпӗр»
Анат Кама мэрӗ Р.И. Беляев хăйӗн MAX-каналӗнче хула малти линире тӑракан ентешӗсем патне гуманитари пулӑшӑвӗн черетлӗ партине ăсатни çинчен çырать
Хальхинче икӗ фурӑпа нумай техника пуçтарнă: икӗ «Нива», виçӗ УАЗ «буханка», ГАЗель автомобильсем, «Рыцарь» бронемашина, кустӑрмасем тата ытти кирлӗ комплектующисем. Çавӑн пекех машинӑсем валли запас пайсем, топливо, строительство материалӗсемпе инструменчӗсем, газ баллонӗсемпе плиткӑсем, маскировка сечӗсем, хӳтӗлев хатӗрӗсем, апат-çимӗç, шыв, йӑлари хатӗрсем ӑсатрӗç. Уйрӑм çынсенчен харпӑр посылкӑсем те пухнă — çырусем, ытти япала. Çаксем инçетре тăшманпа çапăçнă çӗрте тӑван хула пулӑшӑвне туйма пулӑшӗç.
Анаткамăсем кашнинчех гуманитари пулăшăвне пысăк йышпа, пурте пӗрле пухаççӗ.
«Предприятисем, предпринимательсем, обществăлла организацисем, волонтерсем, ырă кӑмӑллӑ çынсем — кашни хӑйӗн тӳпине хывать», – çырать хăйӗн блогӗнче Р.Беляев.
Мэр гуманитари пулăшăвне хатӗрлеме хутшăннисене, салтаксене кирлӗ япаласем пуçтаракансене, тиекенсене, ӑсатакансене пурне те тав туса çырать. Малти линири ентешӗсемшӗн тăван хула Анат Кама юнашар пулнине, вӗсене малашне те пулӑшассине пӗлни пӗлтерӗшлӗ.
Сăнӳкерчӗк max.ru channel_Radmir_Belyaev.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев