Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Регионсенчен килнĕ 112 вӗрентекен Раççейри халӑхсен 36 чӗлхипе паллаштарӗ

Сентябрӗн 17-мӗшӗнчен Хусанта Пӗтӗм Раççейри «Тӑван чӗлхе тата тӑван литература» 2024 çулăн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурс финалисчӗсен куçӑн тӗрӗслевӗсем пуçланаççӗ. Тутарстанӑн тӗп хулинче Раççейри халӑхсен 36 чӗлхипе паллаштарни пирки конкурс сайтӗнче пӗлтереççӗ.

Финала Раççейри 79 регионтан 112 вӗрентекен  иртнӗ. Вӗсем  нумай йышлӑ чӗлхесемпе кӑна мар, сахал йышлӑ халӑхсен, сӑмахран, нанаецсен, шорсен, вепссен, эвенксен тата ыттисен чӗлхисемпе паллаштарӗç.

Хусанта иртекен куçӑн тур вӑхӑтӗнче вӗсем хӑйсем çинчен  ӳкернӗ видеовизиткӑсене презентацилеççӗ, çитӗнӗвӗсемпе професси хӑнӑхӑвӗсем çинчен каласа парӗç, хӑйсен профкомпетенцийӗсене Хусанти жюрипе ӗçтешӗсене кӑтартӗç, чӗлхене пӗлмен  вӗренекенсемпе уроксем ирттерӗç.

Йӗркелӳçӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс программисӗр пуçне регионсенчен килнӗ хӑнасем валли республикӑпа çывӑхрах паллашас тесе методикӑпа культура программи те хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк edu.gov.ru сайтран.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Родной язык