Республикăра шыв шайӗ талăкра 187 сантиметр чухлӗ ӳснӗ
Çурхи ейӳпе çыхăннă лару-тăру хальлӗхе пирӗн республикăра та кăткăс. Вырăн-вырăнпа шыв шайӗ талăкра 187 сантиметр чухлӗ ӳснӗ. Пăва, Азнакай тата Нурлат районӗсенче 6 кӗперпе 3 çула шыв илнӗ.
ТР МЧСӗн апрелӗн 10-мӗшӗнчи 16 сехет тӗлӗнчи сводки çине таянса mail.ru пӗлтернӗ тăрăх, Елабуга районӗнчи Тойма, Пӗтреçри Меша, Балтаçри Шошма юнашывӗсенче шыв шайӗ 109-187 сантиметр ӳснӗ. Алексеевски районӗнчи Кӗçӗн Çарăмсан, Кайпăçри Кубня юханшывӗсем çырантан тухнă. Куйбышев тата Анат Кама водохранилищисенче пăр катăлса ванма тытăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев