Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри кадетсем «Кадет Приволжья» Спартакиадăна хутшăнма хатӗрленеççӗ

Тутарстан кадечӗсем Федерацин Атӑлҫи округӗнчи кадет корпусӗсен хушшинчи ҫулленхи «Кадет Приволжья» Спартакиадине хатӗрленеççӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.

Пирӗн республикӑн чысне Совет Союзӗн Геройӗ Г.Сафиуллин ячӗллӗ Тутарстан кадет корпусӗн воспитанникӗсем хӳтӗлӗҫ. Ăс-тăн, спорт тата пултарулăх конкурсӗсене пӗрлештерекен ӑмӑрту 2026 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 2-мӗшӗччен Пушкӑртстанри Раççей Геройӗ А.В.Доставалов ячӗллӗ кадет корпусӗн никӗсӗ ҫинче иртет.

Чи лайăххин ятне илессишӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи чи лайӑх вӗренӳ заведенийийӗсен воспитанникӗсем кӗрешӗç. Кашни командӑра 10-11-мӗш класра вӗренекен 20 кадет тата 2 наставник пулать.

Ӑмӑрту программи тӑватӑ сулăмран тăрать:

Ăс-хакăл конкурсӗ – хутшӑнакансен эрудицине, пӗлӗвне тата шухăшлав пултарулӑхне тӗрӗслесси;

Спорт ӑмăртăвӗсем – хутшӑнакансен вăй-хал хатӗрлӗхне, чăтăмлăхне тата командăпа ӗçлеме пӗлнине кӑтартасси;

Ҫарта кирлӗ спорт тӗсӗсем – Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене кирлĕ хăнăхусене алла илеслӗхе тӗрӗслесси;

Пултарулăх конкурсӗ – хутшăнакансен артист тата креативлă пултарулăхне уçса парасси.

Ҫулсерен Спартакиадăна пилӗк чи лайăх кадет корпусӗнчен – Пушкартстан Республикинчен, Тутарстан Республикинчен, Удмурт тата Чаваш Республикисенчен, Чулхула облаçӗнчен – 100 яхăн кадет хутшăнать. Çĕнтерÿçĕ пӗтӗм йывăрлăх витӗр ăнăçлă тухса чи нумай очко пухнă команда пулать.

Спартакиадăна ирттерни «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшать, çитĕнекен ăрăва кирлӗ пек аталанса хăйсен пултарулăхне уçса пама, патриотизмпа гражданла яваплăха ӳстерме май парать.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев